#наци проекчĕ
Пушкӑрт Республикинче февралӗн 10-мĕшĕнчен пуçласа 22-мĕшĕччен регионти "Профессионалсем" чемпионатăн тапхӑрӗн " Вӑрманпа усӑ курмалли тата вӑрман юсавӗн инженерийĕ" компетенцийĕ иртет.
Ҫак мероприятисем вӑрман отрасльне çамрăк кадрсене явӑҫтарма пулăшать, ҫавна пула федерацин "Вӑрмансене сыхласа хăварасси" проекта пурнӑҫлама май килет.
Чемпионата республикăн тĕрлĕ районĕсенчен юниорсем (14 çултан пуçласа) хутшӑнаççĕ, хӑйсен вӑрман участокӗсене тишкерессинче, вӑрмана касма суйлассинче тата геодезиллӗ ӳкерессинчи пĕлĕвĕсене заданисенче кӑтартаççĕ. Чемпионат вӑрман хуҫалӑхӗнче инновацисене улӑштармалли тата ӗҫе кӗртмелли площадка пулса тӑрать, ҫамрӑк вӑрман ӑстаҫисене професси енӗпе аталанма пулӑшать.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пушкӑртстанри Вӑрман хуҫалӑхӗн министерстви.