#наци проекчĕ
"Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" наци проекчĕпе ултӑ ҫул тăршшĕнче Пушкӑртстанра 1800 ҫухрӑм çул, 21 кĕпер пĕтĕмпе 1480 погонлă метр тăршшĕ юсанӑ, пӗтӗмпе 95,5 ҫухрӑм тӑршшӗ 13 çула юсаса ҫӗнетнӗ. Кун ҫинчен ПР Транспорт министерствинче аса илтернĕ.
2025 ҫултан пуҫласа "Пурнӑҫ инфратытӑмӗ" ҫӗнӗ наци проекчĕн шайӗнче ӗҫ малалла тӑсӑлӗ. Кӑҫал регионта 658 погонлă метр кĕпер тата 400 ҫухрӑм ытла ҫул нормативлӑ йӗркелеме палӑртнӑ. Ҫав шутра Магнитогорск — Ира, Стерлитамак — Белорецк — Магнитогорск, Стерлитамак — Раевка, Буздяк — Давлекан, Уфа — Иглин — Красная Горка — Павловка тата ыттисем те.