#наци проекчĕ
Шаран районӗнчи Мещерево ялӗнче "Вӑрӑм та активлӑ пурнӑҫ" нацпроекта пурнӑҫланине пула ҫӗнӗ ФАП ӗҫлеме пуҫланӑ. Кун пирки Пушкӑрт Сывлăх сыхлав министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ.
Фельдшерпа акушер пунктне халӑха пахалӑхлӑ пулӑшу пама мӗн кирлипе пуринпе те пуянлатнӑ. Вӑл 130 ҫын ытла пӑхӗ, вĕсенчен 36-шĕ – ачасем.
"Вӑрӑм та активлӑ пурнӑҫ" нацпроектӑн тӗп тӗллевӗ - граждансен вӑрӑм ӗмӗрӗн ҫӗнӗ кӑтартӑвӗсене ҫитӗнтересси. Ҫӗнетнӗ нацпроектсем патшалӑх Пуҫлӑхӗн Владимир Путинӑн йышӑнӑвӗпе 2025 ҫултанпа пурнӑҫланаҫҫӗ.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2025-02-19/v-sharanskom-rayone-bashkirii-otkrylsya-fap-4127215