Çутă çул
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
21 Нарӑсӑн , 09:59

Азербайджанра Пушкӑртри ыраш ҫӑнӑхӗпе усӑ кураҫҫӗ

#наци проекчĕ

Азербайджанра Пушкӑртри ыраш ҫӑнӑхӗпе усӑ кураҫҫӗ
Азербайджанра Пушкӑртри ыраш ҫӑнӑхӗпе усӑ кураҫҫӗ


#наци проекчĕ
Пушкӑртстанри Давлекан районӗнчи предприяти Азербайджана 133 тонна ыраш ҫӑнӑхӗ экспортланӑ, пӗлтернӗ регионти Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗнче.
Предприяти фитосанитари докуменчӗсене пама ыйтнипе Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн специалисчӗсем лаборатори экспертизи валли ҫӑнӑх суйласа илнӗ.
"Энтомологи, гербологи тата микологи экспертизисем палӑртнӑ результачӗсем тӑрӑх сиенлӗ организмсемпе ҫӑкӑр запасӗсене сиен кӳрекенсене палăртман. Пушкӑрт ҫӑнӑхӗ ҫӗршыв-импортерӑн фитосанитари хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене туллин тивӗҫтерет", - палӑртнӑ надзор ведомствинче.
"Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательлӗх" наци тӗллевӗ шайӗнче "Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт" наци проекчӗ пурнӑҫланать.

Сăнÿкерчĕкĕ: Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗн пресс-служби.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2025-02-21/bashkiriya-eksportirovala-rzhanuyu-muku-v-azerbaydzhan-4130195

 

Азербайджанра Пушкӑртри ыраш ҫӑнӑхӗпе усӑ кураҫҫӗ
Азербайджанра Пушкӑртри ыраш ҫӑнӑхӗпе усӑ кураҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: