#наци проекчĕ
Пушкӑртстан коммерци ҫурчӗсем туса хунӑ лидер-регионсенчен пӗри пулса тӑнă, республика правительствинче Раҫҫей правительствин председателӗн çумĕ Марат Хуснуллин каланине тĕпе хурса пӗлтернĕ.
ПР Строительство министерствин пуҫлӑхӗн тивĕçне пурнăçлакан Артем Ковшов палӑртнӑ тӑрӑх, 2024 ҫулта Пушкӑрт Республикинче 719 пурӑнмалли мар ҫурт туса лартнӑ, вӑл пӗтӗмӗшле 726 пин ытла "тӑваткал" лаптăк, иртнӗ ҫулхи кӑтартусенчен 3% нумайрах.
"Коммерци ҫурчӗсем — 348,5 пин тӑваткал метр, унтан промышленность ҫурчӗсем — 127,5 пин тӑваткал метр асӑннӑ категорисенче туса лартнӑ пурӑнмалли мар ҫуртсен 66% яхӑн пайне тивет", - палӑртнă Ковшов.
Ӗҫе "Пурнӑҫ инфратытӑмӗ" ҫӗнӗ наци проекчӗн шайӗнче туса пынӑ.