#наци проекчĕ
Пушкӑрт Республикинчи вӑрман ӑстисем "Экологи ырлӑхӗ" наци проекчӗн "Вӑрмансене упраса хӑварасси" федераци проектне пурнӑҫлас шайра вӑрман пушарӗсенчен асӑрхаттарма нумай вӑй хураҫҫӗ.
Ҫавӑн пек мерӑсенчен пӗри — халӑхпа профилактика ӗҫӗ. Лесниксен, лесхозсен тата вӑрманпа пушар формированийӗсен ӗҫченӗсем тӑтӑшах ҫынсемпе калаҫусем ирттереҫҫӗ, тематика листовкисем валеҫсе параҫҫӗ. Ҫавӑн пекех куҫӑмлӑ агитаци материалӗсене халӑх пурӑнакан вырӑнсенче сад юлташлӑхӗсен, лавккасен, аптекӑсен тата ытти массӑллӑ вырӑнсенче вырнаҫтараҫҫӗ. Кун пек мероприятисене республикӑри пур районта та ирттереҫҫӗ.
Пушар хӑрушсӑрлӑхне пӑснӑшӑн штрафсем 15 пин тенкĕрен пуҫласа 400 пин тенкӗ таран, пушара хирӗҫле уйрӑм режим условийӗсенче ку суммӑсем тата та пысăкрах. Кунсӑр пуҫне, хăшпĕр ӗҫсемшĕн уголовлӑ яваплӑх тыттараççĕ.
https://contenta.info/press_releases/944227#scroll