Çутă çул
-2 °С
Юр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
26 Нарӑсӑн , 12:48

Пушкӑрт кăмăсне Узбекистанра ӗҫӗҫ

#наци проекчĕ

Пушкӑрт кăмăсне Узбекистанра ӗҫӗҫ
Пушкӑрт кăмăсне Узбекистанра ӗҫӗҫ

 

#наци проекчĕ

Октябрьскинчи предприяти хӑйӗн кăмăсне Узбекистана 19 тонна экспортланӑ, пӗлтернӗ Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗнче.

"Сӗт-ҫу продукцийӗн производителӗпе поставщикӗ экспорт сертификацийӗ витӗр тухнӑ та экспортерсен реестрне кӗртнӗ, - палӑртнӑ надзор ведомствинче. — Кăмăс партине 5Е экспорт ветеринари сертификатне панӑ".

Ку çул пуҫланнăранпа Пушкӑрт Республики пурӗ 57 тонна  кăмăсӑн тӑватӑ партине экспортланӑ. Чикӗ леш енчи контрагентсене Пушкӑрт кăмăсӗ Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн управленине пӑхӑнса тӑракан ФГБУ лабораторийӗнче кирлӗ тӗпчевсене пурне те туса тухнӑ, ЕАЭС ҫӗршывсен требованийӗсене тивӗҫтерет.

"Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательлӗх" наци тӗллевӗ шайӗнче "Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт" наци проекчӗ пурнӑҫланать.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2025-02-24/bashkirskiy-kumys-budut-pit-v-uzbekistane-4134531

 

Пушкӑрт кăмăсне Узбекистанра ӗҫӗҫ
Пушкӑрт кăмăсне Узбекистанра ӗҫӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: