Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
27 Нарӑсӑн , 10:06

Пушкӑртра Ильмурзинри пляжа федераци гранчӗ пулӑшнипе хӑтлӑлатнӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑртра Ильмурзинри пляжа федераци гранчӗ пулӑшнипе хӑтлӑлатнӑ
Пушкӑртра Ильмурзинри пляжа федераци гранчӗ пулӑшнипе хӑтлӑлатнӑ

#наци проекчĕ
Уфаран 35 ҫухрӑмра вырнаçнă Ильмурзино поселокӗнчи кӳлӗ туристсене илӗртекен вырӑнӗсенчен пӗри шутланать. Кушнаренкă предпринимателĕ Юлия Валуева унӑн ҫыранӗнче грант пулӑшнипе хӑтлӑ пляж тунӑ, вӑл ăна "Туризм тата тараватлӑх" нацпроект шайӗнче выляса илнӗ. Унӑн калăпăшĕ 4,6 млн тенкӗпе танлашнӑ, ку укҫана территорие хӑтлӑх кӗртес енӗпе ӗҫсем тума тата оборудовани туянма хывнӑ.
Турбизнес хуҫи влаҫсем пулӑшнипе муниципалитетӑн "Предприниматель сехетне" хайĕн проекчӗпе тухса пулӑшу илме пултарнӑ. Кушнаренкă районӗнчи бизнес-шериф Станислав Шиков юлашки виҫӗ ҫул тăршшĕнче районта 163 "Предприниматель сехечӗ" ирттернине палӑртнă, унта 180 проектпа пӗтӗмӗшле 4,5 миллиард ытла тенкӗ тӑрассине пӑхса тухнӑ, ҫавна май районта 252 ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Туризм министерстви.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2025-02-26/v-bashkirii-plyazh-v-ilmurzino-blagoustroili-s-pomoschyu-federalnogo-granta-4137670

 

 

Пушкӑртра Ильмурзинри пляжа федераци гранчӗ пулӑшнипе хӑтлӑлатнӑ
Пушкӑртра Ильмурзинри пляжа федераци гранчӗ пулӑшнипе хӑтлӑлатнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: