#наци проекчĕ
Пушкӑртстанри Бакалă районӗнчи Килькабызово ялӗнче ҫӗнӗ модульлӗ фельдшерпа акушер пунктне монтажлаҫҫӗ. Ҫакна республикӑра "Вӑрăм та активлӑ пурнӑҫ" наци проекчӗн "Сывлӑх сыхлавӗн пуçламăш сыпăкне çӗнетесси" программине пурнӑҫланине пула тума май килнӗ.
ПР Сывлӑх сыхлав министерствинче ҫурта туса пӗтерни ҫинчен, халӗ кунта инженери сетчӗсене пӑхӑнса ӗҫлени ҫинчен каласа панă. Ҫӗнӗ ҫурт хальхи вӑхӑтри требованисемпе стандартсене тивӗҫтерӗ, халӑха пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗ пама тата ӗҫлекенсем валли мӗн кирлипе пуринпе те пуянланĕ.
ФАП Килькабызово тата Куруч-Каран ялӗсенче пурӑнакансене пӑхса тӑрӗ, унта 313 ҫын пурӑнать, вӗсенчен 38 ача.
Сăнӳкерчӗкӗ: health.bashkortostan.ru сайтран.
https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2025-02-26/v-odnom-iz-syol-bakalinskogo-rayona-vozvodyat-fap-dlya-obsluzhivaniya-313-chelovek-4137571