#наци проекчĕ
Пелепей администрацийӗ пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче конкурсра "Новаторсен бульварӗ" проект шайӗнче Амиров ячӗллӗ бульвара хӑтлӑх кӗртмелли подрядчике суйлать, пӗлтернӗ патшалӑх туянӑвӗсен сайтӗнче.
Контрактӑн пуҫламӑш хакӗ — 158,99 млн тенкӗ, ҫав шутра 96,68 млн тенкӗ федераци бюджетӗнчен, 60,72 млн тенкӗ — республика бюджетӗнчен тата 1,59 млн тенкӗ — хула бюджетӗнчен уйӑрӗҫ. Туянӑва Раҫҫейри хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелемелли чи лайӑх проектсен проектне пурнӑҫланӑ шайра ("Пурнӑҫ валли инфратытӑм" наци проекчӗ, "Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси" регион проекчӗ пурнӑҫланать).
Ӗҫсене 2025 ҫулхи ноябрьччен вӗҫлемелле.
"Новаторсен бульварӗ" ятлӑ ҫӗнетмелли проект пӗлтӗр Пӗтӗм Раҫҫейри хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелемелли чи лайӑх проектсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР хулисене аталантармалли институт.
https://www.kommersant.ru/doc/7536629?from
материалĕсем тӑрӑх.
https://ufa.rbc.ru/ufa/28/02/2025/67c099359a7947727a6acf1f?ysclid=m7rg6cbusn801511828