Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
4 Мартӑн , 09:33

Тĕп юсав хыҫҫӑн Пушкӑртри Красный ключ ялĕнче амбулатори уҫнӑ

#наци проекчĕ

Тĕп юсав хыҫҫӑн Пушкӑртри Красный ключ ялĕнче амбулатори уҫнӑ
Тĕп юсав хыҫҫӑн Пушкӑртри Красный ключ ялĕнче амбулатори уҫнӑ

#наци проекчĕ

Нуриман районӗнчи Красный ключ поселокӗнче тӗпрен юсанӑ хыҫҫӑн врач амбулаторине уҫнă. Ӗҫсене "Вӑрах тата активлӑ пурнӑҫ" наци проекчӗн шайӗнче, 50,5 млн тенкӗлĕх калӑпӑшӗнче тунă, палӑртнӑ ПР Сывлăх сыхлав министерствинче.

1995 ҫулта тунă ҫуртра инженери коммуникацийӗсене пурне те — шывпа тивӗҫтерессине, канализацине, электричествӑпа вентиляцине улӑштарнӑ, учреждени валли ҫӗнӗ оборудовани туяннӑ.

Врач амбулаторийӗ халăх пурăнакан ултӑ вырăна — пурӗ 2,56 пин ҫынна, çавӑн пекех Павловск водохранилищӗре канакан туристсене тивӗҫтерет.

Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Сывлăх сыхлав министерстви.

 

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2025-02-28/v-bashkirii-posle-kapremonta-otkryli-krasnoklyuchevskuyu-ambulatoriyu-4140972

 

Тĕп юсав хыҫҫӑн Пушкӑртри Красный ключ ялĕнче амбулатори уҫнӑ
Тĕп юсав хыҫҫӑн Пушкӑртри Красный ключ ялĕнче амбулатори уҫнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: