Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
6 Мартӑн , 10:41

Пушкӑрт "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проектне пурнӑҫлас енӗпе лидер пулса тăнă

#наци проекчĕ

Пушкӑрт "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проектне пурнӑҫлас енӗпе лидер пулса тăнă
Пушкӑрт "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проектне пурнӑҫлас енӗпе лидер пулса тăнă


#наци проекчĕ
Пушкӑртстан "Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроектӑн тӗллевӗсемпе задачисене пурнӑҫлас енӗпе пӗрремӗш вырӑн йышӑннă.
Кун ҫинчен ПР правительствин премьер-министрӗ Андрей Назаров ЦУРти канашлура пӗлтернӗ. Республикăн Сывлӑх сыхлав министерствин пуҫлӑхӗ Айрат Рахматуллин 2024 ҫулта регионта 135 модульлӗ ФАП тата амбулатори вырнаҫтарнине, автотранспортӑн 206 единицине тата 8 пин ытла медицина аппаратне туяннине аса илтернӗ. Ку сывлӑх сыхлавӗн пуçламăш сыпăкне модернизацилемелли программине пурнӑҫланӑ вӑхӑтра рекордлӑ кӑтартусем. Тăхăр медицина объектне тӗпрен юсанӑ, Кушнаренкӑра поликлиника туса лартнӑ.

Медицина кадрӗсен комплектлӑхӗ лайӑхланнă: пӗлтӗрхи пӗтӗмлетÿсем тӑрӑх республикӑри медицина учрежденийӗсенче 55,38 пин ӗҫчен, ҫав шутра 16 177 врач тата 39 203 медсестра тата фельдшерсем ӗҫлеҫҫӗ. Медработниксене илӗртме "Земство тухтӑрĕ", "Земство фельдшерĕ", "Пӗчӗк медорганизаци валли врачсем" программӑсем пулӑшнă. Пӗлтӗр вӗсемпе 279 ҫын пулăшу илнĕ, пӗтӗмӗшле 280 млн тенкӗлӗх. Пушкӑртстан "Земство тухтăрĕ" тата "Земство фельдшерĕ" программӑсене федераци укçи-тенкипе тивӗҫтерекен РФ Топ-5 субъекчĕсем шутне кӗрет.
2025 ҫулта сывлӑх сыхлавӗн аталанӑвӗ "Вӑрӑм та активлӑ пурнӑҫ" тата "Ҫемье" ҫӗнӗ наци проекчӗпе малалла пырать.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2025-03-05/bashkiriya-na-i-meste-po-vypolneniyu-tseley-natsproekta-zdravoohranenie-4145447

 

Пушкӑрт "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проектне пурнӑҫлас енӗпе лидер пулса тăнă
Пушкӑрт "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проектне пурнӑҫлас енӗпе лидер пулса тăнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: