#наци проекчĕ
Пушкӑртстан патшалӑх пулашăвне интернетпа хастар усă курса илекен 15 ҫултан пуҫласа 72 ҫула ҫитичченхи халӑх пайӗпе ҫӗршывра виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннă. 2024 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх ку кӑтарту 98,8 процентпа танлашнӑ. Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ пулӑшу ӗҫӗсен электронлӑ формине куҫарни — "Цифра экономики" наци проекчӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри, ăна кӑҫал "Даннӑйсен экономики" наци проекчĕ улӑштарнӑ.
Даннӑйсене Росстатпа пичетлесе кӑларнӑ. Ҫак результатсем регион электронлӑ сервиссене цифровизацилес тата унпа усӑ курма май пуррине палӑртаҫҫӗ. Ку ҫитӗнӗве ҫыхӑну инфратытӑмне комплекслӑ ӗҫленӗрен, цифра платформисене ӗҫе кӗртнипе тата халӑхӑн цифра хутлӑхне ӳстернипе тума май килнӗ. Патшалӑх пулӑшӑвӗсене республикӑра пурӑнакансемшӗн тата лайӑхрах та меллӗрех тӑвас тесе эпир ҫав ҫул-йӗрсене аталантарӑпӑр, - палӑртнă Геннадий Разумикин, Пушкӑрт Республикин цифра аталанӑвӗн министрӗ.
Рейтингри çÿллĕ вырӑн Пушкӑртстанра пурӑнакансем патшалӑхпа ҫыхӑнса ӗҫлемелли хальхи технологисемпе хастар усӑ курнине, пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма тата кирлӗ пулӑшу ӗҫӗсен вӑхӑтлӑх тӑкакӗсене чакарма пулӑшнине ҫирӗплетет. Хальхи вӑхӑтра Пушкӑртстанра пурӑнакансен 14 ҫултан аслӑрах çынсен 75% Госуслуги порталӗнче регистрациленнӗ.
https://contenta.info/press_releases/954019#scroll