#наци проекчĕ
Пушкӑртри Кармаскалă районӗнчи Александровка ялӗнче, "Пурнӑҫ инфратытӑмӗ" наци проекчӗн шайӗнче ял ҫыннисемшӗн ҫак объекта 23 метр тӑршшӗ юсаса ҫӗнетеҫҫӗ, мӗншӗн тесен Р-240 Уфа – Оренбург трасса ҫине тухассине тивӗҫтерет.
Кӗпер юрăхсăра тухнă, 2024 ҫулта ӑна юсама тытӑннӑ, пӗлтерет Пушкӑрт правительствин пресс-служби. Халӗ объекта 60 процент юсанă. Кунта тӗревсене, подференниксене туса пӗтернӗ, пролет ҫурчӗн каштисене юсанӑ. Халӗ ҫул ҫинче ӗҫлекенсем шкап стенисем ҫине гидроизоляци тӑваҫҫӗ. Малашне кунта барьерсемпе карлӑксем, тротуарсем тӑвӗҫ, витӗмсене ҫӗнетӗҫ. Кӗпере юсаса ҫӗнетесси 2025 ҫулта вӗҫленет. Хальлӗхе вырӑнти ҫынсем трасса ҫине тухса ҫӳремелли ҫулпа усӑ кураҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт правительстви.