#наци проекчĕ
Пушкӑртри вӑрманпа пушар формированийӗсен ӗҫченӗсем ҫитес сезон валли техника хатӗрлеҫҫӗ, пӗлтернӗ регион Вăрман хуçалăх министерствин пресс-службинче.
Специалистсен прогнозӗсем тӑрӑх, кӑҫал республикӑра вӑрман пушарӗсем апрель пуҫламӑшӗнчех хыпса илме пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӑрманпа пушар формированийӗсемпе лесхозсен сотрудникӗсем топливо, кирлӗ спецтехникӑпа оборудовани малтанах хатӗрлеҫҫӗ, пушара хирӗҫле инвентарьсене пухмалли пунктсене тӗрӗслеҫҫӗ.
Пушкӑртри вӑрманпа пушар центрӗн ертӳҫи Айрат Юсупов палӑртнӑ тӑрӑх, çулăм хыпни пирки ĕçсем пуçлас хӑвӑртлӑхӗ, йышӑнусем йышӑнасси тата пур службӑн та йӗркеллӗ ӗҫӗ питӗ пӗлтерӗшлӗ.
"Экологи" нацпроектӑн "Вӑрмансене упраса хӑварасси" федераци проектне пула эпир вӑрманпа пушар техникине нормативран 100% пуянлатнӑ, ҫавӑнпа та халӗ планпа юсав ӗҫӗсемпе аппаланатпӑр. Мартӑн 18-мӗшӗнчен пуҫласа вӑрман пушарӗсене сӳнтерес енӗпе зона вӗренӗвӗсем ирттерӗпӗр. Техника хатӗрлĕхне, пуринчен ытла сотрудниксене тӗрӗслӗпӗр. Малта пирӗн ӗҫ нумай", - тесе каланӑ вӑл, пушкӑрт ҫыннисемшӗн вӑрмансенче нумай вӑхӑт хушши хӑрушсӑрлӑх сезонӗ характерлӑ пулни ҫинчен хушса хунӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Вăрман хуҫалӑх министерствин пресс-служби.