#наци проекчĕ
Кармаскалă районӗнчи Николаевка ялӗнче ҫӗнӗ модульлӗ фельдшерпа акушер пункчӗ лартаҫҫӗ, пӗлтернӗ Пушкӑрт Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче.
Ҫӗнӗ ҫурт хальхи вӑхӑтри требованисемпе тата стандартсемпе килӗшсе тӑрӗ. ФАП икӗ ялта пурӑнакансене: 785 ҫын пурӑнакан Николаевкӑна тата 89 ҫын пурӑнакан Ульяновкӑна пăхса тăрĕ.
"Ҫак ФАПа уҫнӑ хыҫҫӑн вырӑнти ҫынсем мӗн кирлине пурне те пуян ҫутӑ та анлӑ ҫуртра медицина пулӑшӑвӗ илме пултараҫҫӗ", — палӑртнӑ Кармаскалăри районти тĕп больницан тĕп врачĕ Феликс Сакаев.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, 2025 ҫулта Пушкӑртри Кармаскалă районӗнче тата виҫӗ фельдшерпа акушер пункчӗ тата пӗр врач амбулаторийӗ тума палӑртнӑ.
2025 ҫултан пуҫласа поликлиникӑсене, амбулаторисене, ФАПсене тума тата юсама "Вӑрах та активлӑ пурнӑҫ" нацпроектӑн "Пуçламăш сыпăксене çӗнетесси» регионти программӑна пурнӑҫланӑ шайра ирттереҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби.