#наци проекчĕ
2025 ҫулхи январь-февраль уйӑхӗсенче Пушкӑрт ҫӑнӑхӗн экспорчӗ пӗлтӗрхи ҫавнашкал тапхӑртипе танлаштарсан, тӑватӑ хут ӳснӗ, пӗлтернӗ регионти Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗнче.
2025 ҫулхи январьтен пуҫласа мартăн 10-мӗшӗччен надзор ведомстви Пушкӑртстанран Азербайджана, Казахстана, Туркмение тата Узбекистана илсе кайнă 5490 тонна тулӑ тата ыраш ҫӑнӑхне тӗрӗсленӗ.
Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн специалисчӗсем суйласа илнӗ сӑнавсене Пушкӑрт тӗрӗслев лабораторийӗнче тӗпчевсем ирттернӗ.
"Тӗпчевсем тӑрӑх карантинти хӑрушӑ организмсем тупман, пӗтӗм продукци ҫӗршыв-импортер требованийӗсене тивӗҫтернине палӑртнă", — палӑртнӑ регионти Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗнче.
"Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательлӗх" наци тӗллевӗ шайӗнче "Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт" наци проекчӗ пурнӑҫланать.
Сăнÿкерчĕкĕ: Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗн пресс-служби.