Çутă çул
+6 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
20 Мартӑн , 12:19

4G пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ сеть Пушкӑртри 28 яла ҫитнӗ

#наци проекчĕ

4G пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ сеть Пушкӑртри 28 яла ҫитнӗ
4G пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ сеть Пушкӑртри 28 яла ҫитнӗ


#наци проекчĕ
4G пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ сеть Пушкӑртри 28 ял ҫыннисемшӗн паллӑ пулнă. Ӗҫсене федерацин "Цифра танмарлӑхне пӗтересси" (УЦН 2.0) проектне пурнӑҫламалли черетлӗ тапхӑр шайӗнче ирттернӗ. Республикӑра ҫыхӑну аталанӑвӗ "Даннӑйсен экономики" наци проекчӗн тӗллевӗсемпе тивӗҫтерет, палӑртнӑ Пушкӑрт правительствинче.

"Эпир республикӑри цифра танмарлӑхне пӗтермелли программӑна йӗркеллӗ пурнӑҫлатпӑр. Паян чылай аякри ялсенче пурӑнакансем хула ҫыннисен шайӗнче хальхи цифра сервисӗсемпе усӑ курма пултараҫҫӗ", - асӑннӑ ПР патшалӑх управленийӗн цифра аталанӑвӗн министрӗ Геннадий Разумикин.

Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ мобильлĕ интернет ирттернӗ ӗҫсене пула республикӑри 19 районта пурӑнакансем унпа усӑ курма пуҫланӑ. Ҫав хушӑрах халӑх пурӑнакан пĕчĕк вырӑнсен ҫыхӑнӑвне тивӗҫтерессине уйрӑм тимлӗх уйӑрнӑ.
Ҫӗнӗ телеком-оборудование сарса янӑ хыҫҫӑн ку районсенче даннӑйсене паракан хӑвӑртлӑха 60 Мбит/с таран ÿстернĕ. Ҫакӑ вырӑнти ҫынсене хальхи цифра сервисӗсемпе туллин усӑ курма май парать.

"Цифра танмарлӑхне пӗтересси" федераци проекчӗ 1000 ҫын таран пурăнакан ялсенче хальхи мобильлĕ ҫыхӑнӑвӗ ирттерессине палӑртать. Проектӑн ҫак тапхӑрне пурнӑҫлани региона цифрӑлас енӗпе пысӑк программӑн пайӗ пулса тӑнӑ. Ҫыхӑну операторӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ял тӑрӑхӗнче мобильлӗ интернет-трафик юлашки ҫулта 10% ӳснӗ, ҫавна май пӗчӗк ялсене республикӑри интернет-даннӑйсен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗнчен 33% тивет.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт правительствин сайчӗ.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2025-03-19/vysokoskorostnaya-set-4g-prishla-esche-v-28-dereven-bashkirii-4163746

 

 

4G пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ сеть Пушкӑртри 28 яла ҫитнӗ
4G пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ сеть Пушкӑртри 28 яла ҫитнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: