Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
24 Мартӑн , 11:39

Пушкӑртри 350 предприяти "ПрофФест" ярмӑрккинче хӑйсен вакансийӗсене тӑратӗҫ

#наци проекчĕ

Пушкӑртри 350 предприяти "ПрофФест" ярмӑрккинче хӑйсен вакансийӗсене тӑратӗҫ
Пушкӑртри 350 предприяти "ПрофФест" ярмӑрккинче хӑйсен вакансийӗсене тӑратӗҫ

#наци проекчĕ
Пушкӑртри 350 ытла организаципе предприяти Пӗтӗм Раҫҫейри "ПрофФест. Раҫҫейри ĕҫ. Май пур вӑхӑт" ӗҫ ярмӑрккинче хӑйсен вакансийӗсене тӑратӗҫ. Кун пирки регионти ӗҫ рынокне аталантарассине халалланӑ "Башинформри" ҫавра сӗтел хушшинче Пушкӑртри халӑх, ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Ленара Иванова пӗлтернӗ.
Апрелӗн 18-мӗшӗнче "ПрофФестӑн" икӗ тапхӑрӗнчен пӗрремӗш тапхӑрӗ пулать. Пӗтӗм Раҫҫейри ӗҫ ярмăркки виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ умлӑ-хыҫлӑ иртет. Кӑҫалтан пуҫласа "Кадрсем" нацпроект пулӑшнипе пысӑк карьера пулӑмӗ иртет.
Ярмăрккӑн тӗп тӗллевӗ — предприятисене кадрсемпе тивӗҫтересси, ӗҫе йӗркелесси тата ӗҫ шыракансем валли карьера тума пулӑшасси, ҫавӑн пекех кирлӗ профессисене, ҫав шутра рабочисен специальноҫӗсене, популяризацилесси.
Пушкӑртра "ПрофФест-2025 " ирттермелли тӗп площадка Уфа пулать. Вӑл "Торатау" конгресс-холлра тата вузсем хушшинчи студентсен кампусӗнче иртӗ.
"ПрофФест" ярмăрккӑри мероприятисем ҫак кун пӗтӗм республикипе, пур муниципалитетсенче те иртеҫҫӗ. Вӗсем ҫинчен информацие "Раҫҫей ĕҫӗ" ҫывӑхри кадр центрӗнче илме пулать.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2025-03-20/350-predpriyatiy-bashkirii-predstavyat-svoi-vakansii-na-yarmarke-proffest-4165616

 

 

Пушкӑртри 350 предприяти "ПрофФест" ярмӑрккинче хӑйсен вакансийӗсене тӑратӗҫ
Пушкӑртри 350 предприяти "ПрофФест" ярмӑрккинче хӑйсен вакансийӗсене тӑратӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: