#наци проекчĕ
Шаран районĕнчи тӗп больницӑна ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче килнӗ "I УЗИ — ЭЛЕКТРОН" ультразвук тӗпчевӗсен диагностика системине пула районта хӑрушӑ чирсен диагностикин пахалӑхӗ чылай ӳснӗ.
ПР Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, тĕп район больницине ҫӗнӗ уйрӑм оборудовани "Вӑрӑм та активлӑ пурнӑҫ" наци проектне пурнӑҫланине пула туянма пултарнӑ. Специалистсем унпа 490 ытла пациента тишкерни уйрӑмах савӑнтарать.
Регионти Сывлӑх сыхлав министерствин специалисчӗсем сывлӑх сыхлавӗнче ультрасаспа усӑ курас енӗпе юлашки ҫулсенче пысӑк инноваци туртӑмӗсем палӑрнине палӑртаҫҫӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ку премиум-класри сенсор ультрасасă системисем тухни те, ӳкерчӗксене хӑвӑртлатма, ансатлатма тата лайӑхлатма искусствӑлла интеллекта ӗҫе кӗртни те, ҫавӑн пекех компьютер томографийӗпе танлаштару пахалӑхӗ патне ҫывхаракан ӳкерчӗк пулни те пысӑк прогресс.
Сăнӳкерчӗкӗ: health.bashkortostan.ru сайтран.
https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2025-03-24/v-bashkirii-v-sharanskoy-tsrb-novyy-apparat-uzhe-pomog-obsledovat-490-selchan-4170151