#наци проекчĕ
Кӑҫал "Пурнӑҫ инфратытӑмӗ" наци проекчӗн шайӗнче Пушкӑртстан Республикинче регионӑн тӗрек тытӑмӗ пулса тӑракан 280 ҫухрӑм ҫула — пурӗ 83 участока йӗркене кӗртӗҫ.
ПР Транспорт министерствинче Уфа-Инзер-Белорецк, Стерлитамак-Белорецк-Магнитогорск, Магнитогорск-Ира, Бураево-Старобалтачево-Куеда, Белорецк-Учалă-Миасс тата ытти трассăсем ҫинче ӗҫ малалла тӑсӑласси ҫинчен пӗлтернӗ.
ПР Транспорт министерствинче тӗрек сечĕ - чи пысăк трафиклӑ ҫулсем пулнине аса илтернĕ. Вӗсем Уфана район центрĕсемпе ҫыхӑнтараҫҫӗ, туризм объекчӗсем, транспорт тата логистика узелӗсем, пысӑк промышленноҫ предприятийӗсем е кластерсем патне илсе каяҫҫӗ, ҫавӑн пекех федераци трасси ҫине тухассине тивӗҫтереҫҫӗ.
Ведомство 2030 ҫул тӗлне тӗрев сечӗн 85 процентне нормативлӑ майпа йӗркелеме тӗллев лартнӑ.
Республикӑра регионти тӗрев сечӗн пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 3188 ҫухрӑм шутланать.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Транспорт министерстви.