#наци проекчĕ
Зилаир районӗнчи тӗп больница "ЭМАЛЕД" хирургин ҫӗнӗ ҫутаткӑҫне "Вӑрах тата активлӑ пурнӑҫ" наци проекчӗ йĕркипе туянма пултарнӑ. Кун пирки ПР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Регион ведомствин специалисчӗсем каласа панă тăрăх, çĕнĕ çутаткăç хирурги манипуляцийӗсене е диагностика тӗпчевне ирттернӗ вӑхӑтра операци уҫлӑхне пахалӑхлӑ ҫутатма палӑртнӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫутӑпа кун çуттипе пӗр тикӗс ҫутта тивӗҫтерет, ҫакӑ медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне ӳстерме пулӑшать. Сӑмах май, лампӑн авӑнчӑк пайӗ ӗҫ хирне кирек хӑш кӗтесре те ҫутатма май парать, лайӑх суйласа илнӗ вырăнта лайӑх çирĕпленет.
Сăнӳкерчӗкӗ: health.bashkortostan.ru сайтран.
https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2025-03-14/v-bashkirii-zilairskaya-tsrb-poluchila-svetilnik-dlya-uluchsheniya-hirurgicheskoy-pomoschi-4157562