#наци проекчĕ
1033 тонна апат-ҫимӗҫ ҫӑвӗ йӗтӗнне Пушкӑртри Учалă районӗнчи предприяти КНРа экспортланӑ. Кун пирки Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн регионти управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Ведомство специалисчӗсем 40 вагонран тӑракан çăк партине тӗрӗсленӗ. Ӑна йышӑнакан çĕршывăн тивӗҫлӗ требованисене тивĕçтерет тесе йышӑнаҫҫӗ. Çăк тĕлĕшпе 40 фитосанитарлӑ сертификат панӑ.
"Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательлӗх" наци тӗллевӗ шайӗнче "Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт" наци проекчӗ пурнӑҫланать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи Раççей ял хуçалăх надзорĕн управленийӗ.