Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Наци проекчĕсем
2 Апрелӗн 2025, 06:48

Пушкăртри Мечетлĕ районӗнчи больница уйрӑм медоборудовани туяннӑ

#наци проекчĕ

Пушкăртри Мечетлĕ районӗнчи больница уйрӑм медоборудовани туяннӑПушкăртри Мечетлĕ районӗнчи больница уйрӑм медоборудовани туяннӑ
Пушкăртри Мечетлĕ районӗнчи больница уйрӑм медоборудовани туяннӑ

#наци проекчĕ
Большеустьикинскинчи тӗп район больници ЭКГпа артери пусӑмне талӑк тăршшĕпе мониторизацилемелли комплекс илнӗ. Вӑл чӗре мӗнле ĕçленине талӑк тăршшĕ сӑнаса тӑма пулӑшать.
ПР Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, больницӑн ҫӗнӗ уйрӑм оборудованине "Вӑрӑм та активлӑ пурнӑҫ" наци проектне пурнӑҫланине пула туянма пултарнӑ.

Регионти Сывлӑх сыхлав министерствин специалисчӗсем комплекс электрокардиограммӑна, артери пусӑмне, сывлав функцийӗсене, кислород шайне регистрациленине каласа панӑ. Вӗсен шухӑшӗпе, ҫакӑн пек тӗрӗслев врача чӗре ӗҫӗ ҫинчен ахаль ЭКГран ытларах информаци парать. Врачсем ҫак комплекс пулӑшнипе чӗре ритмне пӑснине, юн ҫаврӑнӑшӗпе ҫыхӑннӑ проблемӑсене тата стандартлӑ тӗрӗслев вӑхӑтӗнче паллӑ мар улшӑнусене тупма пулать тесе шутлаҫҫӗ. Ку тӗрӗс диагноз лартма тата сиплеве тӗрӗс суйлама валли питӗ кирлӗ.


Сăнӳкерчӗкӗ: health.bashkortostan.ru сайтран.
https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2025-04-01/v-bashkirii-bolnitsa-mechetlinskogo-rayona-priobrela-unikalnoe-medoborudovanie-4179080

 

 

 

Пушкăртри Мечетлĕ районӗнчи больница уйрӑм медоборудовани туяннӑ
Пушкăртри Мечетлĕ районӗнчи больница уйрӑм медоборудовани туяннӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас