Çутă çул
+22 °С
Ҫумӑр
Наци проекчĕсем
3 Апрелӗн 2025, 04:42

Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗПушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗ
Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗ

#наци проекчĕ
Раҫҫей Промышленноç тата суту-илÿ министерстви пилотсӑр авиаци системисен технологийӗсене аталантарас енӗпе наукӑпа производство центрӗн статусне "Пилотсăр пӗрлешӳллӗ технологисем" организацине панӑ. Кун пирки ПР правительствин пресс-службинче пӗлтернӗ.

"Пилотсӑр авиаци системисем" наци проекчĕн "Пилотсӑр авиаци системисемпе комплектующийӗсем туса кӑларасси, стандартизаци тата сериллӗ производство" проект шайӗнче Пушкӑртстанра ҫакӑн пек Центр туса хума палӑртнӑ.

"Ҫӗнӗ статус илни пирӗн республикӑн наукӑпа производство центрӗ пилотсӑр авиаци системисен технологийӗсене аталантарас енӗпе мӗн кирлине пурне те тивӗҫтернине пӗлтерет. Ҫакӑ НПЦ резиденчӗсене производствӑсене вырнаҫтармалли тата пӗрлехи проектсене пурнӑҫламалли инфратытӑмпа усӑ курма, федераци пулӑшӑвӗн мерисене явӑҫтарма, кирлӗ ҫӑмӑллӑхсем илме май парать", - тесе пӗлтернӗ правительство вице-премьерӗ-промышленноҫ, энергетика тата инновацисен министрӗ Александр Шельдяев.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пушкӑрт правительствин пресс-служби.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2025-04-02/tsentr-ispytaniy-bespilotnyh-aviasistem-bashkirii-proshel-akkreditatsiyu-4180892

 

 

Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗ
Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас