#наци проекчĕ
Апрелӗн 18-мӗшӗнче Пушкӑрт хулисемпе районӗсенче Пӗтӗм Раҫҫейри "ПрофФест. Раҫҫейри ĕҫ. Май пур вӑхӑт" ӗҫ паракан ярмăрккӑн регионти тапхӑрӗ пулать. Кӑҫалтан пуҫласа "Кадрсем" нацпроект пулӑшнипе пысӑк карьера пулӑмӗ иртет, аса илтерчӗҫ регион Ĕç министерствинче.
Ярмăрккӑн тӗп тӗллевӗ - предприятисене кадрсемпе тивӗҫтересси, ӗҫе йӗркелесси тата ӗҫе шыракансем валли карьера тума пулӑшасси, ҫавӑн пекех кирлӗ профессисене, ҫав шутра рабочи специальнăҫӗсене, популяризацилесси.
Вакансисене, ҫав шутра интереслӗ соискателе ӗҫ укҫи енӗпе сӗнӳсем тӑрӑх, тӗрлӗ сферӑллӑ предприятисем тӑратӗҫ.
Пушкӑртра "ПрофФест"-2025 ирттермелли тӗп площадка Уфара пулать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов, архивран.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2025-04-05/zhiteley-bashkirii-priglashayut-na-yarmarku-vakansiy-proffest-2025-4185826