#наци проекчĕ
Пушкӑрт Благовещенскинче пӗлтӗр пуҫланӑ ача-пӑча поликлиникине тӑвас ӗҫ малалла пырать. Пӗтӗмпе регионта "Вӑрӑм тата активлӑ пурнӑҫ" наци проекчӗн шайӗнче ултӑ поликлиника, вӗсенчен тӑваттӑшӗ ача-пӑча, тăваççĕ.
Ултӑ поликлиникӑран пиллӗкӗшне, ҫав шутра Благовещенскине, "3*1" принциппа тăваççĕ, урӑхла каласан, подрядчик проект тӑвассине, строительствӑна, ҫавӑн пекех ҫурт-йӗр оборудованийӗпе пуянлатассине тивӗҫтерет. Ҫакӑ строительство срокне кӗскетме май парать, - ӑнлантарнă ведомство ертӳҫи.
Асăннă ултӑ поликлиникăна 2025 ҫул вӗҫлениччен уҫма палӑртнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: проекта визуализацилени.