#наци проекчĕ
Пушкӑрт Республикинче "Вут-çулăма чарӑр!» федераци информаци кампанийӗ иртет. Этем факторӗпе пушарсен шутне чакарма палӑртнӑ акци сентябрӗн 30-мӗшӗччен пырать, "Экологи ырлӑхӗ" наци проекчӗн "Вӑрмансене упраса хӑварасси" федераци проекчӗн тӗллевӗсемпе задачисене тивӗҫтерет.
Мероприятисен тӗп тӗллевӗсем:
-Вӑрман пушарӗсен сӑлтавӗсемпе хӑрушсӑрлӑх правилисем ҫинчен граждансене пӗлтересси;
-Курӑка çунтарассинчен асӑрхаттарасси, вӑрмансемпе чикӗ хӗрринчи участоксенче вутпа асӑрхануллă тыткаланасси;
-Волонтерсемпе вырӑнти ҫынсене ҫутҫанталӑка хӳтӗлеме явӑҫтарасси.
Федерацин пушара хирӗҫле кампанийӗ шайӗнче халӑхпа калаҫусем, уҫӑ уроксем, флешмобсем, конкурссем, медиаматериал сарасси тата ытти те иртеҫҫӗ.
Мӗнле пулӑшма пулать?
-Вӑрманпа пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене тытса пырӑр: курӑка ан çунтарăр, пирус тӗпӗсене тата ытти ҫӳп-ҫапа ан пӑрахӑр, меллĕ мар вырӑнсенче кӑвайт ан чӗртӗр;
-Информацие сарӑр: тусăрсене каласа парӑр, соцсетьсенче репостсем тӑвӑр.
-Ҫунни ҫинчен пӗлтерӗр: вӑрманта вут е тӗтӗм мӑкӑрланнине куртӑр пулсан, Пушкӑрт Республикинчи Вӑрман хуҫалӑхӗн министерствин регионти диспетчер службине 8-347-218-14-14 е вӑрман хуралӗн тӳрӗ линине 8-800-100-000 шӑнкӑравлӑр.
https://contenta.info/press_releases/975149#scroll