Пушкӑрт ял хуҫалӑх техникин паркӗ ҫитес ака кампанийӗ умӗн чӑнласах ҫӗнелнӗ, - пӗлтернӗ регионти Ял хуçалăх министерствин пресс-службинче.
Ҫапла, кӑҫалхи январь-март уйӑхӗсенче кӑна республикӑри аграрисем 2,2 миллиард тенкӗлӗх 321 ял хуҫалӑх техникин единицине туяннӑ.
Правительство вице-премьерӗ - ПР ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов палӑртнӑ тӑрӑх, регионта ял хуҫалӑх техникин паркӗ 76 тракторпа, ҫӗр çинче ĕçлекен, ака тата тырӑ вырмалли 50 ытла машинӑпа пуянланнă. Ҫавна пула ҫурхи уй-хир ӗҫӗсенче 250 единица ака тата ҫӗр çинче ӗҫлекен агрегат 2024 ҫулхинчен ытларах явӑҫать.
Ҫав вӑхӑтра Пушкӑртра ҫӗр çинчи ҫурхи ӗҫсем пуҫланнă. Кӗрхи калчасене паян республикӑн 25 районӗнче апатлантараҫҫӗ, ӗҫсене 57,5 пин гектар лаптӑкра туса ирттернӗ. 19 районти хуҫалӑхсем суха пуссинче нӳр хупма пуҫланӑ. Пурнӑҫланӑ ӗҫсен калӑпӑшӗ кунта 24 пин гектара яхӑн.
Хамăр çĕршыври ҫӗнӗ техникӑпа тата оборудованипе ялхуҫалӑхне тивӗҫтересси "Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне технологи тӗлӗшӗнчен тивӗҫтересси" наци проекчӗн тӗллевӗ шутланать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2025-04-08/v-bashkirii-znachitelno-obnovilsya-park-selhoztehniki-4189629