#наци проекчĕ
Аскарти тӗп район больници "Вӑрӑм та активлӑ пурнӑҫ" наци проектне пурнӑҫланине пула куҫса ҫӳрекен "Ренекс" рентген-аппарат илнӗ. Кун пирки Пушкӑрт Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ.
Цифра аппарачӗ чирлисене рентген кабинечӗн условийӗсемсӗр диагностикăлама май парать. Больница палатисенче экспресс-диагностикӑна ирттерме май панӑ программӑпа тивӗҫтермелли хӑватлӑ хатӗр тата анлӑ диапазон, пӗчӗк режим кӗртнӗ май, пысӑк диагностика хаклӑхне тӑратаҫҫӗ, палӑртнӑ регион Сывлӑх сыхлав министерствинче.
Рентгенолог врачӑн автоматизациленӗ ӗҫ вырӑнне флюорографпа пӗрле лартаҫҫӗ. Хальхи аппарат конструкцийӗ шассипе ҫӑмӑллӑнах куҫса ҫӳреме, маневрсем тума май парать, ҫав вӑхӑтрах унӑн ҫирӗплӗхне тивӗҫтерет.
Пушкӑрт ҫыннисен сывлӑхӗ валли "Вӑрӑм та активлӑ пурнӑҫ" ҫӗнӗ нацпроекта пурнӑҫланӑ шайра 6,4 миллиард тенкӗ яма палӑртаҫҫӗ.
Ҫӗнетнӗ наци проекчӗсене Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин йышӑннӑ тӑрӑх 2025 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пурнӑҫлаҫҫӗ. "Вӑрăм та активлӑ пурнӑҫ" нацпроектӑн тӗп тӗллевӗ - граждансен вӑрӑм ӗмӗрӗн ҫӗнӗ кӑтартӑвӗсене ҫитӗнтересси.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби.