

#наци проекчĕ
Пушкӑртра "Пурнӑҫ инфратытӑмӗ" наци проекчӗ шайӗнче Уфа — Иглино — Красная Горка — Павловка регионти трассӑна юсасси малалла пырать. Пӗлтӗр Иглин районӗнчи 4,6 ҫухрӑм лаптӑка йӗркене кӗртнӗ. Кӑҫал 18 ҫухрӑм тӑршшӗ тӑватӑ участока юсама палӑртнӑ - пĕри Иглин районӗнче, виççĕшĕ Нуриман районĕнче.
Халӗ ӗҫ 5,5 километр тӑршшӗ участокра ҫут ҫанталӑкăн паллӑ вырӑнне йышӑнса тӑракан Красный Ключ урлӑ пырать. Унта кивӗ асфальта хывса илнĕ те тикӗслеме пуҫланă. Ку участокра виҫӗ чарӑну павильонӗ туса лартаҫҫӗ.
Ҫул республикӑн тӗрек тетелне кӗрет тата туристсен пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗрӗ пулса тӑрать, палӑртнӑ ПР Транспорт министерствинче. Вӑл Павловский водохранилищипе Красный ключ çӑлкуҫӗ патне илсе пырать, регион ҫыннисемпе экономики валли транспорт ҫыхӑнӑвне тивӗҫтерет. Ҫав вӑхӑтрах ГАИ ҫак ҫула çул-йĕр хӑрушсӑрлӑхӗн планӗнче чи йывӑрри тесе шутлать, ҫавӑнпа та влаҫсем ӑна нацпроект переченьне кӗртме тӑрӑшнă.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Транспорт министерстви.