

#наци проекчĕ
Чишма районӗнчи Бикеево ялӗнче çӗнӗ фельдшерпа акушер пунктне монтажлама пуҫланнӑ ӗнтӗ. Ял ҫыннисем ҫӗнӗ объекта уҫасса чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ, мӗншӗн тесен ӗлӗкхи фельдшерпа акушер пункчӗ хальхи требованисене тивӗҫтермест.
ПР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ проекта "Вӑрах та активлӑ пурнӑҫ" нацпроектӑн «Пуçламăш сыпăка модернизацилесси» регионти программа шайĕнче пурнӑҫлаҫҫӗ.
Чишма район администрацийӗнче халӗ пулас ФАП вырӑнӗнче свайсем вырнаҫтарнӑ, часах ҫурт никӗсӗпе металран тунӑ каркас тума тытӑнаҫҫӗ, тесе каласа панӑ. Специалистсем стенисене сэндвич-панельрен, ҫивиттине ҫурт-йӗр материалӗнчен тӑвассине ӑнлантарнă.
Ҫӗнӗ ФАП паян 300 ытла ҫын пурӑнакан Бикеево ялӗнче пурӑнакансене пулӑшать.
Сăнӳкерчӗкӗ: health.bashkortostan.ru сайтран.