

#наци проекчĕ
Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗн специалисчӗсем кӑҫал тӑватӑ уйӑхра республикӑран Таможня союзӗн ҫӗршывĕсене экспортланӑ 50 пин чӑх тата хур чӗпписене тӗрӗсленӗ.
2025 ҫулхи январӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа апрелĕн 18-мӗшӗччен РФ Патшалӑх чиккинче тата транспортра ветеринари надзорӗн пайӗ 33 парти çамрăк чӑх тата талӑкри чӑх-чӗпи, хур чĕппи Пушкӑртри чӑх-чӗп предприятийӗсем Казахстана тата Киргизие экспортланисене пӑхса тухнӑ.
Пелепей, Дюртюли, Благовар районӗнчи кайӑк-кӗшӗк ӗрчетекен хуҫалӑхсем чикӗ леш енне пурӗ 44,8 пин чӑх чĕппи тата 5,2 пин хур чĕппи янӑ.
Чӑх чӗпписене чикӗ леш енне ӑсатас умӗн «ВНИИЗЖ» ФГБУ аккредитациленӗ лабораторийӗсенче тӗпчевсем иртнӗ. Тӗпчев результачӗсем тӑрӑх килти кайӑк ЕАЭС ҫӗршывсем ыйтнине тивӗҫтерет.
"Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательлӗх" наци тӗллевӗ шайӗнче "Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт" наци проекчӗ пурнӑҫланать.
Сăнÿкерчĕкĕ: "Башинформ" ИА архивӗ.