Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
29 Апрелӗн 2025, 05:45

Пушкӑрт ялӗнче ҫӗнӗ ФАП пулӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑрт ялӗнче ҫӗнӗ ФАП пулӗПушкӑрт ялӗнче ҫӗнӗ ФАП пулӗ
Пушкӑрт ялӗнче ҫӗнӗ ФАП пулӗ

#наци проекчĕ

"Вӑрӑм тата активлӑ пурнӑҫ" нацпроекта пурнӑҫланине пула Чишма районӗнчи Балагушево ялӗнче модульнӑй фельдшерпа акушер пункчӗ пулӗ. Кун пирки Пушкӑрт Сывлăх сыхлав министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ.

Ҫӗнӗ ФАП Балагушево, Семеновка тата Сабурово ялӗсенче пурӑнакансене — пӗтӗмпе 230 ытла ҫынна пулӑшу парĕ. Чирлисене Галина Никитина фельдшер йышӑнӗ.

"Ҫӗнӗ ФАП уҫӑлсан пациентсем диспансеризаци иртме, вакцинациленме тата мӗн кирлине пурне те туса хатӗрленӗ ҫутӑ та анлӑ ҫуртра медицинӑпа санитари пулӑшӑвне илме пултарĕç", — палӑртнӑ Галина Никитина.

Ҫӗнетнӗ наци проекчӗсене Владимир Путин йышӑннипе 2025 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пурнӑҫлаҫҫӗ. "Вӑрăм тата активлӑ пурнӑҫ" нацпроектӑн тӗп тӗллевӗ — граждансен вӑрӑм ӗмӗрӗн ҫӗнӗ кӑтартӑвӗсене ҫитӗнтересси. Ҫак нацпроект пулӑшнипе Раҫҫейре, ҫав шутра Пушкӑртра та, медицина учрежденийӗсем ҫӗнелеҫҫӗ, реабилитаци тытӑмӗ лайӑхланать, наци тӗпчев центрӗсен тытӑмӗ аталанать, сывлӑх сыхлавне цифрӑлас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби.

 

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2025-04-24/v-sele-bashkirii-stroyat-novyy-fap-4211261

 

 

Пушкӑрт ялӗнче ҫӗнӗ ФАП пулӗ
Пушкӑрт ялӗнче ҫӗнӗ ФАП пулӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас