

#наци проекчĕ
"Тухӑҫлӑ тата конкурентлă экономика" наци проекчӗ шайӗнче Ермекей районӗнчи бизнес-шериф Эльвира Миргасимова Нижнеулу-Елга ялӗн аслӑ класӗнче вӗренекенсемпе тӗл пулнă.
Эльвира Расимовна шкул ачисене предприниматель, предпринимательлӗх, харпӑрлӑх субъекчӗсем мӗнле професси пулни ҫинчен каласа панӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Нижнеулу-Елга ял тӑрӑхӗн территорийӗнче хӑйсен ӗҫне тӑвакан предпринимательсем ҫинчен пӗлтернӗ.
Калаҫу хыҫҫӑн шкул ачисем район администрацийӗн ҫурчӗ тӑрӑх экскурсие кайнă. Вӗсем потребительсен прависене экономика, предпринимательлӗх, суту-илӳ тата хӳтӗлев пайӗнче, ҫавӑн пекех муниципалитет Советӗнче пулса курнӑ, унта ҫав тытӑмсен ӗҫӗсем ҫинчен пӗлнӗ.
#нацпроекты #экономика #Ермекеевскийрайон
https://contenta.info/press_releases/989263#scroll