

#наци проекчĕ
Белорецк предпринимателӗ Дарья Челишева, булкă-çакăр пĕçерекен тухӑҫлӑ бизнес хуҫи, хӑйӗн ӗҫне аталантарма укҫа-тенкӗ илнӗ.
Пушкӑрт микрокредит компанийӗ панӑ 5 миллион тенкӗ кивҫен илнине пула Дарья Челишева ҫаврӑнӑш укҫи-тенкине тултарма тата производство валли кирлӗ чӗртавар туянма пултарнӑ. ПР правительствин пресс-центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, "Тухӑҫлӑ тата конкурентлӑ экономика" наци проектне пула ҫакӑн пек пулӑшу пама пултарать.
Предпринимательлӗх тата туризм министрӗ Зухра Гордиенко предпринимательсене патшалӑх пулӑшӑвӗ кирлӗ старт капиталне илме тата бизнес аталанӑвӗн пуҫламӑш тапхӑрӗнче нумай йӑнӑшсенчен хӑтӑлма май парать тесе шутлать. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, ҫаврӑнӑш укҫи-тенкине хушнисӗр пуҫне Пушкӑрт микрокредит компанийӗнчи заемсем предпринимательсене производствӑна модернизацилеме, ҫӗнӗ технологисене ӗҫе кӗртме тата ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем тума май параҫҫӗ.
Дарья Челишева хӑйӗн бизнесне 2018 ҫулта уҫма пултарни ҫинчен каласа панă. Ҫавӑнтанпа вӑл хӑйӗн булкă-ҫӑкӑр цехĕсемпе лавкисене 20 миллиона яхӑн тенкӗ хывнӑ. Патшалӑх пулӑшӑвӗ предпринимателе аталанма май панă, ҫывӑх вӑхӑтра вӑл суту-илӳ калӑпӑшне ӳстерме тата ҫӗнӗ рынока тухмалли майсене палӑртать.
Сăнӳкерчӗкӗ: pravitelstvorb.ru сайтран.
https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2025-05-01/predprinimatel-iz-beloretska-popolnil-oborotnye-sredstva-s-pomoschyu-mikrokredita-4221038