

#наци проекчĕ
Хӑтлӑх объекчӗсемшӗн Пушкӑртстанра хальхи вӑхӑтра 420 пин ҫын сасӑланӑ, пӗлтернӗ республикăн ЖКХ министерствинче.
Топ-10 чи хастар муниципалитета Мечетлĕ, Кугарчă, Краснокамск, Буздяк, Ишимбай, Дюртюли, Иглин, Абзелил районӗсем, ҫавӑн пекех Уфари Ленин тата Октябрь районӗсем кӗнӗ. Пачах урӑхла, Архангельск, Благовар тата Баймак районӗсенче пурӑнакансем ыттисенчен сахалтарах сасӑлаҫҫӗ.
Апрелĕн 21-мӗшӗнчен пуҫласа Пӗтӗм Раҫҫейри онлайн-сасăлав общество территорийӗсемпе дизайн-проекчӗсене суйласа илес енӗпе ирттереҫҫӗ, "Пурнӑҫ инфратытӑмӗ" нацпроектӑн "Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси" федераци проекчӗн шайӗнче вӗсене 2026 ҫулта хӑтлӑх кӗртмелле.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов.