Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
7 Майӑн 2025, 06:45

Пушкӑрт РФ бюджетӗнчен нацпроектсем пурнӑҫлама 34,7 миллиард тенкӗ явӑҫтарнӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑрт РФ бюджетӗнчен нацпроектсем пурнӑҫлама 34,7 миллиард тенкӗ явӑҫтарнӑПушкӑрт РФ бюджетӗнчен нацпроектсем пурнӑҫлама 34,7 миллиард тенкӗ явӑҫтарнӑ
Пушкӑрт РФ бюджетӗнчен нацпроектсем пурнӑҫлама 34,7 миллиард тенкӗ явӑҫтарнӑ

#наци проекчĕ

Кӑҫалхи январь – март уйӑхӗсенче нацпроектсем пурнӑҫлама федераци укҫи-тенки 34,7 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. Вӗсенчен пысӑк пайӗ магистраллӗ виҫӗ нацпроекта тивет – «Пурнӑҫ инфратытӑмӗ», «Ҫамрӑксемпе ачасем», «Вӑрӑм та активлӑ пурнӑҫ», — пӗлтернӗ хӑйӗн телеграм-каналĕнче республика правительствин премьер-министрӗ Андрей Назаров.

Сӑмахран, ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчен пуҫласа регионта 35 ФАП, больницӑсемпе поликлиника вырнаҫтарнӑ, хальхи медицина оборудованийӗн 1,5 пин ытла единицине илнӗ. Ҫакӑнпа пӗрлех шкулсенче класс ертӳҫисем ҫӗнӗ тӳлевсем илме пуҫланă — вӗсен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 1 миллиард тенкӗрен те иртнӗ ӗнтӗ.

Паянхи кун Пушкӑрт «иккӗмӗш тапхӑрти» 12 нацпроектӑн йышне кӗрекен 40 регион проектне пурнӑҫлать. Андрей Назаров палӑртнӑ тӑрӑх, халӗ халӑх пурӑнакан вырӑнсен тӗрев пункчӗсене аталантарассине, ача сачĕсемпе шкулсене тĕпрен юсассине, коммуналлӑ инфратытӑма ҫӗнетессине, ҫавӑн пекех технологи лидерствин проекчӗсене кӗртнӗ май пачах ҫӗнӗ ҫул-йӗрсем хушӑннă.

Кӑҫал кӑна Пушкӑртра наци проекчӗсене пурнӑҫлама 41,5 миллиард тенкӗ яраҫҫӗ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Андрей Назаровăн телеграм-каналӗ.

 

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2025-05-05/bashkiriya-privlekla-iz-byudzheta-rf-34-7-mlrd-rubley-na-realizatsiyu-natsproektov-4223798

 

Пушкӑрт РФ бюджетӗнчен нацпроектсем пурнӑҫлама 34,7 миллиард тенкӗ явӑҫтарнӑ
Пушкӑрт РФ бюджетӗнчен нацпроектсем пурнӑҫлама 34,7 миллиард тенкӗ явӑҫтарнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас