Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
12 Майӑн 2025, 07:04

Пушкӑртри Аслӑ шкулсенчен пӗринче ИТ-разработчиксем хатӗрлеççĕ

#наци проекчĕ 

Пушкӑртри Аслӑ шкулсенчен пӗринче ИТ-разработчиксем хатӗрлеççĕПушкӑртри Аслӑ шкулсенчен пӗринче ИТ-разработчиксем хатӗрлеççĕ
Пушкӑртри Аслӑ шкулсенчен пӗринче ИТ-разработчиксем хатӗрлеççĕ
 
#наци проекчĕ 
Уфари наукӑпа технологи университетӗнче малалла тӑснӑ ИТ-разработчиксем хатӗрлесси стартлать. УУНиТ РФ Цифра министерствипе Раҫҫей Правительстви ҫумӗнчи Аналитика центрӗпе пӗрле ИТ-вӗренĕве хута яма грант илме Аслӑ шкулсен конкурсĕн суйлавӗнче ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.
– Конкурс суйлавне хутшӑнма заявкӑсем 50 Аслӑ шкул панӑ. Пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх Раҫҫейри 13 регионтан ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ, вӗсен хушшинче пирӗн Уфари наукӑпа технологисен университечӗ, - палӑртнă Пушкӑртстанри патшалӑх управленийӗн цифра аталанӑвӗн министрӗ Геннадий Разумикин.
Проекта аслӑ пӗлӳ паракан флагман программисене хута яма палӑртнӑ, вӗсем пысӑк квалификациллӗ ИТ-специалистсемпе ӗҫ рынокне тивӗҫтерӗҫ. 2030 ҫул вӗҫлениччен "Даннӑйсен экономики" нацпроект шайӗнче 3,5 пинрен кая мар ИТ-разработчик хатӗрлеме палӑртнӑ.
Конкурсăн тӗп условийӗ студентсене вӗрентме компанисемпе килӗштерсе ӗҫлени тата грант сумминчен 30 процентран кая мар софинансировани явӑҫтарни пулса тӑнă.
Вӗренӳ кӑҫал пуҫланать те чăн-чăн ИТ-кейссене ӗҫлеттермелли обязательнӑй практикӑсене, стажировкӑсене тата ӗҫе кӗртет. Студентсем бизнес-задачӑсемпе ӗҫ опычӗ илме тата вӗренӳ пуҫлансанах хӑйсен карьерине тума пултараҫҫӗ.
 
 

 

Пушкӑртри Аслӑ шкулсенчен пӗринче ИТ-разработчиксем хатӗрлеççĕ
Пушкӑртри Аслӑ шкулсенчен пӗринче ИТ-разработчиксем хатӗрлеççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас