Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
14 Майӑн 2025, 08:35

Пушкӑртра Предпринимательство эрни пулать

#наци проекчĕ

Пушкӑртра Предпринимательство эрни пулатьПушкӑртра Предпринимательство эрни пулать
Пушкӑртра Предпринимательство эрни пулать
#наци проекчĕ
Пушкӑртстанра майăн 26-мӗшӗнчен пуҫласа 30-мӗшӗччен Раҫҫей предпринимательство кунне халалланӑ Предпринимательство эрни иртӗ. Тематика эрнин программинче - 60 мероприяти, вӗсене Уфара  кӑна мар, республикӑри нумай муниципалитетра та ирттерме палӑртнӑ,  çакна ПР правительствин пресс-службинче палӑртнӑ.
 
Республикӑра предпринимательство эрни 1999 ҫултанпа иртет. Ҫакӑ бизнесшӑн, влаҫшӑн тата обществӑшӑн регион экономикине аталантарассишӗн тӑрӑшакансене пӗрлештермелли лайӑх меслет. Пысӑк бизнес-пулӑма ПР предпринимательство тата туризм министерстви, предпринимательсен обществӑлла пӗрлешӗвӗсемпе тата бизнеса пулӑшакан институчӗсемпе Пушкӑрт правительстви пулӑшнипе "Тухӑҫлӑ тата конкурентлӑ экономика" наци проектне пурнӑҫланӑ шайра йӗркеленӗ. 
 
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт правительствин сайчӗ.
 
 

 

Пушкӑртра Предпринимательство эрни пулать
Пушкӑртра Предпринимательство эрни пулать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас