Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
15 Майӑн 2025, 06:49

Пушкӑртра Стерлитамак-Раевка ҫула юсама пуҫланă

#наци проекчĕ

Пушкӑртра Стерлитамак-Раевка ҫула юсама пуҫланăПушкӑртра Стерлитамак-Раевка ҫула юсама пуҫланă
Пушкӑртра Стерлитамак-Раевка ҫула юсама пуҫланă
#наци проекчĕ
Пушкӑртри Стерлитамак-Раевка çула «Пурнӑҫ инфратытӑмӗ» наци проекчӗн шайӗнче юсама тытӑннӑ, - пӗлтернӗ ПР Транспортпа ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче.
Стерлитамак патӗнчи участокра 2,7 ҫухрӑм тӑршшӗ фрезеровани тата тикӗслекен сийне тунӑ. Унтан кунта асфальт-бетон виттине ҫӗнетеҫҫӗ, ҫул хӗррисене ҫирӗплетеҫҫӗ те разметкӑна тăваççĕ. 
«Стерлитамак–Раевка трасса - пысӑк транспорт артерийӗ. Ку ҫул Р-240 Уфа – Оренбург федераци трасси ҫине транспорт тухассине тивӗҫтерет. Трафик кунта талӑкра 16 пин автомобиле ҫитет. Çул çÿрессинче йывӑрлӑхсем сиксе ан тухччăр тесе подряд организацийĕ ҫул-йӗр ӗҫне ҫӗрле пурнӑҫланӑ», - каласа панӑ транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Любовь Минакова. 
Пурӗ 2025 ҫулта Стерлитамак – Раевка ҫулне 18,5 ҫухрӑм юсама палӑртнӑ. Альшейпе Стерлитамак районӗсенче тӑватӑ участока нормативлӑ майпа йӗркелесе ҫитерӗҫ. 
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Транспорт министерствин пресс-служби.
 
 

 

Пушкӑртра Стерлитамак-Раевка ҫула юсама пуҫланă
Пушкӑртра Стерлитамак-Раевка ҫула юсама пуҫланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас