#наци проекчӗ
2025 ҫулхи январь-апрель уйӑхӗсенче Пушкӑрт АПК предприятийӗсем 90 пин тонна тырӑ тата ӑна тирпейленин продукчĕсене экспортланӑ, регионти Раççей ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ.
Пишпÿлек предприятийӗ Грузие 400 тонна ытла тулӑ тиесе ăсатнă. Кӑҫалхи январӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа апрелĕн 30-мӗшӗччен Пушкӑрт АПК предприятийӗсем надзор ведомствин тӗрӗслевӗпе 90 пин тонна тырӑ тата ӑна тирпейленин продукчĕсене экспортланӑ.
2011 партире суйласа илнӗ карантин продукцийӗн тӗрӗслевӗсем Раççей ял хуҫалӑх надзорне пӑхӑнса тӑракан Пушкӑрт тӗрӗслев лабораторийӗнче гербологи, энтомологи, гельминтологи тата микологи тӗпчевӗсем иртнӗ. Экспертиза кӑтартӑвӗсем тӑрӑх пӗтӗм партие 2011 экспорт фитосанитари сертификачӗсене панӑ.
«Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательлӗх» наци тӗллевӗ шайӗнче «Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт» наци проекчӗ пурнӑҫланать.
Сăнÿкерчĕкĕ: Раççей ял хуçалăх надзорĕн управленийӗн пресс-служби.