#наци проекчĕ
Людмила Дымова предпринимателе патшалăх пулӑшăвĕ парса ҫулталӑкне 4,5% 1 млн тенкӗлӗх кредит панӑ. Ҫав укҫа-тенкӗн пӗр пайне вӑл хӑйӗн сад центрӗ валли материалсем туянма, тепӗр пайне -реклама кампанийӗ валли янӑ, - пӗлтернӗ ПР Предпринимательство министерствинче. Пушкӑрт çынни хӑйӗн бизнесне 9 млн тенкӗ хывнӑ ӗнтӗ.
«Ялхуҫалӑхăн уйрӑмлӑхӗ ресурссемпе продукци хакӗсем хушшинче палӑрмаллах уйрӑлнинче. Шӑпах микрокредитсене тата субсидисене парассине кӗртекен патшалӑх пулӑшӑвӗ аграри секторне аталантарма пулӑшать», - тесе пӗлтернӗ Пушкӑрт предпринимательлӗх тата туризм министрӗ Зухра Гордиенко.
Патшалӑх «Тухӑҫлӑ тата конкурентлӑ экономика» наци проекчӗпе пӑхса хӑварнӑ тӗрлӗ мерӑсемпе пӗчӗк тата вӑтам бизнеса пулӑшать. Вӗсем субсидисем, грантсем, поручительство тата ытти финанс пулӑшӑвӗн тӗсӗсем.
Сӑнӳкерчӗкĕ: pravitelstvorb.ru