Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
22 Майӑн 2025, 03:59

Пушкӑртра коммуналлӑ инфратытӑма ҫӗнетме пуҫланӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑртра коммуналлӑ инфратытӑма ҫӗнетме пуҫланӑПушкӑртра коммуналлӑ инфратытӑма ҫӗнетме пуҫланӑ
Пушкӑртра коммуналлӑ инфратытӑма ҫӗнетме пуҫланӑ
 
#наци проекчĕ
2025 ҫултанпа «Пурнӑҫ валли инфратытӑм» нацпроект шайӗнче Пушкăртри коммуналлӑ инфратытӑма ҫӗнетме пуҫланӑ, пӗлтерет ПР ЖКХ министерстви.
Кӑҫал ӗҫмелли шывпа тивӗҫтермелли 17 объекта тӗпрен юсама тата тӑваттăшне çĕнĕрен тума  палӑртнӑ. Вӗсенчен Уфари сакăр участока  тата республикӑри тӗрлӗ районсенче 12 шыв пӑрӑхне юсаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне пилӗк районта ӑшӑпа тивĕçтерекен объектсене тӗпрен юсӗҫ.
ПР ЖКХ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, «Коммуналлӑ инфратытӑма çӗнетесси» федераци проектне пурнӑҫлама 2025 ҫулта 1,2 миллиард тенке яхӑн укҫа-тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
 
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР ЖКХ министерстви.
 
 
 
 
 
Пушкӑртра коммуналлӑ инфратытӑма ҫӗнетме пуҫланӑ
Пушкӑртра коммуналлӑ инфратытӑма ҫӗнетме пуҫланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас