

#наци проекчĕ
«Кандры-Куль» ҫутҫанталӑк паркӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей шывӗ» акци шайӗнче субботник иртнӗ. Унта 300 ытла ҫын хутшӑннӑ, тесе пӗлтернӗ Пушкӑрт Экологи министерствин пресс-службинче. Мероприятие «Экологи ырлӑхӗ» наци проекчӗн шайӗнче ирттернӗ.
Темиҫе сехет хушшинче волонтерсем Кандрыкуль кӳллин 2,5 ҫухрӑмне пӗтӗмпех тасатнӑ. Вӗсем 120 михӗ тӗрлӗ ҫӳп-ҫап: пластик савăтсем, упаковка материалӗсем, кӗленче юлашкисем тата ытти те. ПР ҫутҫанталӑкпа усӑ курмалли тата экологи министрӗн ҫумӗ Инна Антонова каланӑ тӑрӑх, субботник тата интереслӗ событи те пулса тӑнӑ. Çÿп-çап тасатнисĕр пуҫне доброволецсем экологи викторинине хутшӑннă та «Курай чечекӗ» флешмоб ирттернĕ. Лайӑх кӑмӑл-туйӑмпа авӑрланса, вӗсем усӑллӑ каннă.
Аса илтеретпӗр, Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин пуҫарнипе 2025 ҫулта пуҫарнӑ «Экологи ырлӑхӗ» наци проектне тавралӑх хутлӑхне упрама янӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Экологи министерстви.