Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
27 Майӑн 2025, 07:38

Пушкӑртра Энергетик поселок патне каякан çула юсаҫҫӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртра Энергетик поселок патне каякан çула юсаҫҫӗПушкӑртра Энергетик поселок патне каякан çула юсаҫҫӗ
Пушкӑртра Энергетик поселок патне каякан çула юсаҫҫӗ

#наци проекчĕ

Янаул районӗнче ҫул ҫинче ӗҫлекен подрядчиксем Энергетик поселокӗ патĕнчи 3-мĕш километрта асфальт сарма тытӑннă. Ӗҫсене "Пурнӑҫ инфратытӑмӗ" наци проекчӗн шайӗнче финансланӑ.

Унччен ҫул ҫинчи тикӗсленсе пыракан сийне ҫӗнетнӗ, ҫиелти сийсене сарнă хыҫҫӑн разметка сăрлама юлать. Ӗҫе ҫулталăк вӗҫлениччен вӗҫлемелле.

Административлӑ Энергетик Нефтекамск округне тивет, анчах Янаул районӗн территорийӗнче вырнаҫнӑ. Поселок икӗ хуларан та пӗр тан инçешĕнче.

"Энергетикра 4 пин ҫынна яхӑн пурӑнать. Инҫех те мар Карманов шыв хранилищи вырнаҫнӑ, унта пӗтӗм республикӑран тата кӳршӗ регионсенчен канакансем, пулӑҫӑсем килеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ҫак ҫул вырӑнти çынсемшĕн тата туристсемшӗн хӑрушсӑрлӑхпа тата хӑтлӑхпа тивӗҫтермелле", — тесе пӗлтернӗ ПР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Любовь Минакова.

Сăнукерчĕкĕ: ПР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви.

 

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2025-05-23/v-bashkirii-remontiruyut-dorogu-k-posyolku-energetik-4248307

 

Пушкӑртра Энергетик поселок патне каякан çула юсаҫҫӗ
Пушкӑртра Энергетик поселок патне каякан çула юсаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас