

#наци проекчĕ
Пушкӑртра нацпроекта пула 333 фермер хуҫалӑхӗ уçăлнӑ, потребитель кооперацине 12 пин ҫын хутшӑннӑ, патшалӑх пулӑшӑвне 277 ял хуҫалӑх потребкооперативĕ илнӗ, 630 ытла ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ, 20 пин консультаци пулӑшӑвӗ панӑ. Сăмах «Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх тата уйрӑм предпринимательлӗх пуҫарулӑхне пулӑшу парасси» наци проекчӗ шайӗнчи «Вак тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсен акселерацийӗ» регпроект пирки, каланӑ ПР Ял хуçалăх министерствинче. Программӑсем 2019-2024 ҫулсенче ӗҫленӗ.
Патшалăх пулӑшăвĕ 2,3 пин ытла техникӑпа оборудовани (тракторсем, комбайнсем, спецтранспорт), 47 пин ытла пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх, 740 сурӑх, 1,5 пин пуҫ лаша, 2 пин вӗлле хурчӗ йӗркелеме май панӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: pravitelstvorb.ru