

#наци проекчĕ
Пушкӑрт Республикинче «Пурнӑҫ инфратытӑмӗ» наци проекчӗ шайӗнче Нефтекамск-Янаул ҫула юсама, юсавне кӑҫалхи ҫул вӗҫлениччен вӗҫлеме палӑртнӑ.
ПР правительствин пресс-центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Кувакино ҫывӑхӗнчи участокра 1,2 километр тӑршшӗ фрезеровани тата тикӗслекен сий тунӑ. Малалла подрядлӑ организаци асфальт-бетон витӗмне ҫӗнетме, ҫул хӗррисене ҫирӗплетме, разметкӑна тума шутлать.
ПР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Любовь Минакова Нефтекамск-Янаул трасса Пушкӑртстанри ҫул-йӗр сетьне кӗни ҫинчен каласа панӑ.
Кӑҫал Пушкӑртстанра «Пурнӑҫ инфратытӑмӗ» наци проекчӗн шайӗнче 280 километр ҫул-йӗр сетьне юсама палӑртнӑ. Нормативлӑ пулăва 83 объекта кӗртеҫҫӗ.
Сăнӳкерчӗкӗ: pravitelstvorb.ru сайтран.