

#наци проекчĕ
Краснокама районӗнче пурӑнакан Елена Кудашева, шалти служба майорӗ пулнӑскер, чечек калчи ӳстерес енӗпе бизнес ӑнӑҫлӑ аталантарать. «Предприниматель сехетне» пулăшу ыйтма пырса, вӑл прицеппа ҫӗнӗ теплица валли 300 пин тенкӗ илнӗ.
Шалти служба майорӗ званипе отставкӑна тухнӑ хыҫҫӑн Елена Кудашева килти хуҫалӑха тата чечексем ҫитӗнтерес ӗҫе пӗтӗмпе халалланӑ. Патшалӑх пулӑшӑвӗ ӑна ӗҫе самаях анлӑлатма пулӑшнă — халӗ унӑн пахалӑхлӑ калчисемпе Нефтекамскра пурӑнакансем кӑна мар, професси ландшафт дизайнерӗсем те усӑ кураççĕ.
Ку ӗнтӗ предприниматель илнӗ пӗрремӗш пулӑшу мар. Ӗҫпе тивĕçтерекен центр урлӑ социаллӑ контрактпа Елена Новый Каинлык ялӗнчи лаптăкра тулли питомник йӗркелеме пултарнӑ. 2024 ҫулта уйӑрнӑ укҫа-тенкĕпе ҫулталӑкӗпе ĕçлекен теплица лартнӑ, ятарлӑ оборудованисемпе вӑрлӑх туяннӑ. Ҫапла киленÿ региона пахалӑхлӑ лартмалли материалпа тивӗҫтерекен ӑнӑҫлӑ ҫемье бизнесне куҫнă.
Пушкӑртстанри предпринимательлӗх тата туризм министрӗ Зухра Гордиенко «Тухӑҫлӑ тата конкурентлӑ экономика» наци шайӗнчи «Предприниматель сехечӗ» пуҫаракан бизнесменсемпе харпӑрҫӑсене бизнес уҫӑмлӑхӗпе, проектсене финансланипе ҫыхӑннӑ ыйтусене хуравлама, ҫавӑн пекех пурнӑҫлама ҫӗнӗ идейӑсем сӗнме пулӑшать. Ҫавӑн пек тӗлпулусене куллен йĕркелени предприниматель пӗрлӗхне йӗркелеме, усӑллӑ ҫыхӑнусем тупма тата актуаллӑ задачӑсене татса пама лайӑх майсем йӗркелеме пулӑшнине палӑртнӑ Зухра Гордиенко.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑртстан правительстви.