

#наци проекчĕ
Кӑҫалхи пилӗк уйӑхра Пушкӑрт 2024 ҫулхи январь – май уйӑхӗнчен икӗ хут нумайрах тырра тирпейленин продукцине экспортланӑ, пӗлтернӗ регионти Раççей ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗн пресс-службинче.
Республикӑри предприятисем тулашри пасара 12,5 пин тонна ҫӑнӑх, кӗрпе, сӑсӑл, солод тиенӗ.
Пӗтӗм партин сӑнавӗсем Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн Пушкӑртри тӗрӗслев лабораторийӗнче экспертизӑсем иртнӗ. Энтомологи, гербологи тата микологи тӗпчевӗсен кӑтартӑвӗсемпе хӑрушӑ организмсене тупса палӑртман.
«Тырра тирпейленин продукци ҫӗршыв-импортерсен требованийӗсене тивӗҫтерет, — палӑртнӑ надзор ведомствинче. — 266 фитосанитари сертификачӗ панӑ».
«Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательлӗх» наци тӗллевӗ шайӗнче «Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт» наци проекчӗ пурнӑҫланать.
Сăнÿкерчĕкĕ: Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗн пресс-служби.